Çутă çул
+8 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Право тата закон
13 Мартӑн 2020, 15:14

Çапă пуçтарнăшăн статья ан пултăр тесен мĕн тумалла мар?

Хăйсене валли усă курма çапă пуçтаракан граждансен çакна пĕлмеллех.

«О внесении изменения в статью 32 Лесного кодекса Российской Федерации» Федераллĕ закона улшăнусем кĕртнине пула çапă тесе мĕнле йывăçа кĕртмелле тата ăна мĕнле майпа хатĕрлеме юрать текен ыйтусем пĕрмай тухса тăраççĕ.
Вăрмана типĕ йывăç е çапă пуçтарма кайиччен малтан Раççей Федерацийĕн Вăрман кодексĕн 32 ст. 2-мĕш пайĕпе паллашма ан манăр. Унсăрăн проблемăсем пулма пултараççĕ.
Вăрман кодексĕн 11-мĕш ст. килĕшÿллĕн, граждансем вăрманта ирĕклĕ та тÿлевсĕр çÿреме, унта пушар хăрушсăрлăхне тата санитари нормисене, вăрмана пăхмалли правилăсене пăхăнса хăйсем валли йывăç мар ресурссене пуçтарма пултараççĕ.
Пушкăртстанра çапă пуçтармалли йĕркене «О регулировании лесных отношений в Республике Башкортостан» (2007 çулхи ноябрĕн 20-мĕшĕнче йышăннă, № 486-з) ПР Законĕ йĕркелет.
Кунта чи кирли — çапă шутне мĕн кĕнине тĕплĕ тĕпчесе ăнланмалла. Сăмахран, типнĕ йывăç, енчен те вăл йăванман пулсан, çапă шутланмасть. Çĕр çинче выртакан йывăç вуллисем симĕс çулçăллă пулсан та вĕсем çапă мар. Çавăнпа типĕ йывăçсене хатĕрленĕ чух тимлĕ пулăр, закона пăсассинчен пĕр утăмра тăратăр ун пек чухне.
Çапă хатĕрлемелли меслетсенче те чикĕсем пур. Кун пек чухне алă инструменчĕпе кăна усă курмалла. Турттарма ятарлă техника явăçтармалла мар. Пĕри кăна савăнтарать — вăрмансенче çапă çулла кăна мар, çулталăк тăршшĕпех хатĕрлеме юрать.
Вутă хатĕрлемелли тата пухмалли правилăсене пăснăшăн административлă тата уголовлă йĕркепе явап тыттарма пултарасси пирки те ан манăр.
ПР Вăрман хуçалăх министерствин сайтĕнчи материалсем тăрăх.
Читайте нас: