Çутă çул
+8 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Право тата закон
13 Мартӑн 2020, 23:17

Коррупционерсенчен конфискациленĕ укçа-тенкĕ аçта каять?

РИА Новости пĕлтернĕ тăрăх, коррупционерсенчен конфискациленĕ укçа-тенке Раççейĕн Пенси фондне яраççĕ.

2019 çултанпа коррупционерсенчен конфискациленĕ укçа-тенкĕ Раççей Пенси фондчĕн бюджетне каять, ăна страхлав пенсийĕсен тулевне яраççĕ.
Пĕлтĕр коррупционерсемпе кĕрешме финансă мерисем ĕçлесе хатĕрлекен ушкăн депутатсен, сенаторсен, федералĕ тата регионалĕ чиновниксен, патшалăх компанисен ертÿçисемпе судьясен активĕсен списокне анлăлатма сĕннĕ, çав активсене саккунсăр пуянлăх тесе конфискацилеме пултараççĕ.
Раççей Следстви комитечĕн пуçлăхĕ Александр Бастрыкин пĕлтернĕ тăрăх, пĕлтĕр следовательсем коррупции преступленийĕсем çинчен 8000 ытла ĕç суда янă. Ятарлă право статуселлĕ 479 çынна уголовлă яваплаха явăçтарнă.
«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.
Читайте нас: