Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Право тата закон
22 Мартӑн 2020, 17:36

Кĕтмен хăна

Октябрскинчен килнĕ çын Белебейре наркотиксем пытарнăНаркотиксен çаврăнăшне контроллекен подразделени сотрудникĕсем Белебейре пĕр арçын хула территорийĕнче наркотиксем вăрттан çĕре хурса сутни çинчен оперативлă информаци илнĕ.

Арçын хыççăн йĕрлесе полици сотрудникĕсем «гастролера» тытма решени йышăннă. Арçын çумĕнче сотовăй телефон пулнă, унта наркотиксене пытарнă вырăнсене ÿкернĕ санÿкерчĕксем пулнă.
— Çак сăнÿкерчĕксемпе эпир наркотиксем пытарнă 10 вăрттăн вырăн тупрăмăр, — каласа парать наркотиксен çаврăнăшне контроллекен подразделени оперуполномоченнăйĕ Артур Бикмухаметов. — Арçыннăн машини ăшенче пакетиксене уйăрса хунă наркотиксем тата товара виçекен электронлă виçе пулнă.
Наркотик сутакан арçын хайĕн айăпне йышăннă. Унăн малашнехи шăпине суд палăртĕ.
«Белебеевские известия» хаçатран.
Читайте нас: