Çутă çул
+2 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Право тата закон
23 Мартӑн 2020, 15:33

Ҫӗнӗ ресурс «мӗн тумалла?» ыйтӑва хуравлама пулӑшĕ

Пирӗн ҫӗршывра юридици пулӑшӑвӗ паракан портал уҫма палӑртнӑ. Ҫӗнӗ ресурс «мӗн тумалла?» ыйтӑва хуравлама пулӑшӗ.

«Парламентская газета» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, право ыйтӑвӗсене юристсем он-лайн тата тӳлевсӗр хуравлӗҫ.
Раҫҫей Юстици министерстви «О едином государственном портале правового просвещения и бесплатной юридической помощи» (чӑв. Право ҫут ӗҫӗн тата тӳлевсӗр юридици пулӑшӑвӗн пӗрлехи патшалӑх порталӗ ҫинчен) ятпа правительство йышӑнӑвне хатӗрленӗ.
Портала 2021 ҫулта ӗҫлеттерсе яма палӑртаҫҫӗ.
Порталта адвокат тата нотариус сӗнӳ-канашӗ пулӗ. Кӑткӑс ыйтусем пулсан профессионал юристсен списокӗпе паллашма май килӗ. Регионсенче вырӑнти саккунсемпе норматив докуменчӗсем вӑйра тӑнине кура вӗсен сегментне те пӑхса хӑварӗҫ.
Читайте нас: