Çитес экономика кризисĕн тĕп проблемисенчен пĕри Пушкăртстанра ĕçсĕрлĕх пулса тăма пултарать. Республикăра ĕçсĕррисен шучĕ темиçе теçетке пин çын пуласса кĕтеççĕ. Çынсен хăйсен прависем пирки мĕн пĕлмелле? Тĕп ыйтусене хурав панă «Башинформ» агентствăра.
— Указ вăйра тăнă вăхăтра ĕçрен кăларма пултараççĕ-и?
— Çук. Ĕçлемелли мар кунсенче сире каламасăр-пĕлтермесĕр ĕçрен кăларма пултараймаççĕ.
— Уйăх ĕçлемесĕр ларсан, мана мĕнле майпа ĕç укçи тÿлеççĕ?
— Владимир Путин апреле ĕçлемелли мар уйăх тесе пĕлтернĕ чух ĕç укçине сыхласа хăвармалла тенĕ. Енчен те ĕç укçине сдельнă тÿлеççĕ пулсан, ĕçлемелли мар кунсемшĕн тÿлемелле. Унăн виçине организацин шалти документацийĕсемпе çирĕплетнĕ, анчах вăл МРОТ виçинчен (13949 тенкĕ) сахалрах пулма пултараймасть. Указа пăхмасăр, çаплипех ĕçлекенсем яланхи пекех ĕç укçи илеççĕ (икĕ хут виçепе мар).
— Эпĕ пĕччен амăшĕ, манăн икĕ ача, мана ĕçрен кăларма пултараççĕ-и?
— Çук, пултараймаççĕ. РФ Ĕç кодексĕн 261-мĕш статйипе килĕшÿллĕн, ĕç договорне татма пултараймаççĕ:
- 3 çула çитмен ача ÿстерекенсемпе;
- 14 çула çитмен е 18 çула çитичченхи инвалид ачана пĕччен ÿстерекен амăшĕсемпе;
- виçĕ тата ытларах ача ÿстерекен ĕçлекенсемпе, енчен те иккĕмĕш ашшĕ-амăшĕ ĕçлемест пулсан.
Анчах та уйрăм самантсем пур. Çак категорисене кĕрекен ĕçлекенсене ĕçрен кăларма пултараççĕ, енчен те:
- сотрудник ĕç дисциплинине пăссан, ĕçе ÿсĕр килсен, мĕн те пулин вăрласан, коммерци вăрттăнлăхне сарса çÿресен, ĕç тивĕçĕсене пурнăçламассан.
Тĕплĕнрех «Башинформ» сайтĕнче е РФ Ĕç Кодексĕнче пăхма пулать.
«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.