Уфара ĕнер пысăк авари пулнă. Пушкăртстан ГИБДД пресс-службин даннăйĕсем тăрăх Тухват Янаби урамĕнче Opel Astra, Renault Logan и Nissan Teana автомобильсем çапăннă.
Аварие пула 31 çулхи Opel водителĕ тата унăн 21 çулхи пассажирки медицина пулăшăвĕ ыйтнă. Renault машинăра 33 çулхи водителĕпе 33 çулхи пассажирки суранланнă. ГИБДД сотрудникĕсем инкек сăлтавне тĕпчеççĕ.
Ведомствăра палăртнă тăрăх, апрелĕн 6-мĕшĕнче республикипе виçĕ çул-йĕр инкекĕ регистрациленĕ, унта ултă çын суранланнă.