Арçын каланă тăрăх, мартăн 20-мĕшĕнче вăл сообществăсенчен пĕрин постĕнче çĕнĕ коронавирус инфекцийĕ пирки информаци курнă. Ним уйламасăр вăл комментари - медицина сферинче ĕçлекен хĕрарăм сăмахĕсене илсе кăтартнă пек - çырнă, çавна май ытти вулакансене суя хыпар панă.