Çутă çул
-4 °С
Юр
Пур хыпар та
Право тата закон
13 Апрелӗн 2020, 16:30

Абзаково тата Инзер ялĕсенче туса пĕтермен ача сачĕсене хута янă

Белорецк районсем хушшинчи прокуратура «Демографи» наци проектне мĕнле пурнăçланине тĕрĕсленĕ май, туса пĕтермен икĕ ача садне уçнăшăн архитектора штраф тÿлеттерме йышăннă.

Надзор ведомствин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, «Управление капитального строительства Республики Башкортостан» ГКУ тата подряд организацийĕ хушшинче Абзаково тата Инзер ялĕсенче 140 вырăнлăх икĕ ача сачĕ тума патшалăх контракчĕсем тунă. Çапах та ĕçсене тулли калăпăшпа пурнăçламан пулин те, пĕлтĕрхи декабрьте район администрацийĕ объектсене хута яма ирĕк панă. Ача сачĕсенче пÿлĕмсене шалтан туса пĕтермен, медицина оборудованийĕ, офис тата кухня сĕтел-пуканĕ лартман, шывпа тата электричествăпа тивĕçтермен пулнă.
Çитменлĕхсене пула районти тĕп архитектора административлă йĕркепе явап тыттарнă — 40 пин тенкĕ штраф тÿлеттернĕ.
Муниципалитет пуçлăхĕ ячĕпе çитменлĕхсене пĕтерме ыйтса представлени тăратнă. Прокуратура требованийĕсене пурнăçланă, çитменлĕхсене пĕтернĕ. Халĕ асăннă объектсем строительство нормисемпе шайлашса тăраççĕ, ача сачĕсем тулли режимпа ĕçлеççĕ.
«Башинформ» материалĕсем тăрăх.
Читайте нас: