Тĕрĕслеве чиновник ертÿçĕсене «ПСК-строй» ОООпа интерессен конфикчĕ пулма пултарасси пирки каламаннине пула пуçланă. 2019 çулта чиновникăн тăван пиччĕшĕ ертсе пыракан фирма çулсене юсама тата парксене тирпей-илем кĕртме мĕнпур конкурссене тенĕ пек выляса илнĕ.
Кунсăр пуçне чиновник унăн харпăрлăхĕнче çĕр лаптăкĕпе çурт пулни, темиçе хут чикĕ леш енне кайса çÿрени пирки сведенисене пытарнă.
Асăннă факт тăрăх прокуратура ăна шанăçа çухатнăшăн ĕçрен кăларма требовани тăратнă. Чиновник ĕç паракан (работодатель) акта пăхса тухиччен маларах хăй ирĕкĕпе ĕçрен тухнă, пĕлтернĕ республика прокуратуринче.
«Башинформ» материалĕсем тăрăх.