Çутă çул
+10 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Право тата закон
2 Майӑн 2020, 21:21

Штраф тӳлеменнисене явап тыттараççӗ

РФ Административлă правăна пăсакансен кодексӗн 20.25 статйи çинчен автомобилистсенчен нумайăшӗ пӗлеççӗ. Унта çул çӳремелли правилăсене пăснăшăн водительсене панă штрафсене вăхăтра тӳлеменшӗн явап тыттырни çинчен каланă.

Айăпланакансен «халне» кӗрес тӗллеврен Правительство çӗнӗ закон та йышăннăччӗ. Штафпа 20 кун хушшинче шут-хисеп тăватăн иккен, çав вăхăтра штраф суммин 50 процентне кăна тӳлеме тӳрӗ килет. Палăртнă вăхăтра, урăхла каласан 60 кун хушшинче те парăмӗсене тӳлемесен вара, çав суммăна икӗ хут ӳстерсе тӳлеме тӳрӗ килӗ. Мӗншӗн-тӗр машина çӳретекенсенчен хăш-пӗрисем çакна ăнланса пӗтермеççӗ. Закона пăсакансене обязательнăй пурнăçламалли ӗçе палăртаççӗ е вӗсем штраф суммине икӗ хут ӳстерсе тӳлеççӗ.
Читайте нас: