Çутă çул
-6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Право тата закон
13 Майӑн 2020, 13:36

Хĕрарăма кирпĕчпе çапса вĕлернĕ

Республикăри Следстви комитечĕ пĕлтернĕ тăрăх, пăтăрмах Хайбулла районĕнчи Акъяр ялĕнче пулса иртнĕ.

Вилнĕ хĕрарăм ÿтне пăрахăçланă предприяти территорийĕнче майăн 6-мĕшĕнче тупнă. Кăштахран айăпланакан кам пулнине палăртнă — вăл ялта пурăнакан 52 çулхи арçын пулни паллă.
Следстви версипе, майăн 2-мĕшĕнче çав арçын тата икĕ хĕрарăм ĕçсе ларнă. Арçынпа пĕр хĕрарăмĕ хирĕçсе кайнă, унтан арçынни лешне пуçĕнчен кирпĕчпе темиçе хут çапнă. Сурансене пула хĕрарăм вырăнтах вилсе кайнă. Вилнĕ хĕрарăман тантăшĕ лешсем хирĕçнĕ, çапăçнă вăхăтра тарнă.
Хальхи вăхăтра арçынпа следстви ĕçĕсем ирттереççĕ, преступлени мĕнле сăлтавпа тата мĕнле пулнине тĕпчеççĕ.
«Башинформ».
Читайте нас: