Коронавирус пандемийĕ пуçланнă малтанхи вăхăтранпах пĕтĕм тĕнчипе медицина маскисем тăхăнма чĕнсе калаççĕ, çакă çĕнĕ инфекцие вăйлă сарăлма памасть.
Çак эрне пуçланнăранпа асăннă мера нихçанхинчен те çивĕчрех тăрать, мĕншен тесен республикăра самоизоляци режимне пăрахăçлама пуçланă.
Халĕ маска режимне вăйлатнă, ăна пăхăннине МВД сотрудникĕсем тата право йĕркине сыхлакан органсем тĕрĕслеççĕ, вĕсем республикăри хуласемпе районсенче рейдсем малалла ирттереççĕ.
Йĕркене пăсакансене черетлĕ хут аса илтереççĕ: çынсене обществăлла вырăнта маскăсăр тата перчеткесĕр çÿренĕшĕн пин тенкĕрен пуçласа 3 пин тенкĕ таран тÿллеттерме пултараççĕ. Тепĕр хут лекни — 3 пинрен пуçласа 5 пин тенкĕсĕр хăварать.
Юридика сăпачĕсемпе должнăçри çынсемшĕн айăплав çирĕпрех. Вĕсемшĕн штраф виçине 50 пинрен пуçласа 100 пин тенкĕ (юр.сăпачĕсем), 5 пинрен пуçласа 15 пин тенкĕ (должн.) таран палăртнă. Вĕсемшĕн тепĕр хут йĕркене пăснăшăн 15 пинрен пуçласа 200 пин тенкĕ таран санкци пăхса хăварнă.
Аса илтеретпĕр, ĕнертенпе Пушкăртстан пуçлăхĕ Радий Хабиров çÿллĕ хатĕрлĕх режимĕ çинчен закона улшăнусем кĕртнĕ, ун тăрăх хуласемпе ирĕклĕ çÿреме юрать. Анчах пĕр требовани улшăнман — маска тата перчетке пурин те тăхăнмалла.