Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Право тата закон
21 Июлӗн 2021, 16:07

Пишпÿлек районӗнче ҫул ҫитмен ача суранланнă пирки уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ

Тӗпчев результачӗсене республикӑн тӗп следстви управленийӗнче тӗрӗслесе тӑраҫҫӗ.  

Пишпÿлек районӗнче ҫул ҫитмен ача суранланнă пирки уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ
Пишпÿлек районӗнче ҫул ҫитмен ача суранланнă пирки уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ

Пушкӑртстан Республикинчи Раççей СУ СК Пелепейри следстви уйрӑмӗ РФ УК 238-мĕш ст. 2-мĕш пайĕн «в» пайĕпе (оказание услуг, не отвечающих требованиям безопасности, повлекшее по неосторожности причинение тяжкого вреда здоровью человека) ача ҫине суту-илӳ центрӗн ҫурт тӑррине витнӗ материал ÿкнĕ май уголовлӑ ӗҫ хускатнӑ.

Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, Пишпÿлек ялӗнчи инкек вӑхӑтĕнче Пишпÿлекри Çĕнтерÿ урамӗнчи суту-илӳ центрӗн тӑррине татса пӑрахнӑ, вăл çав вăхăтра унта иртсе пынă 14 ҫулхи хӗрача ҫине ӳкнӗ, ҫавна пула вăл тӗрлӗрен суранланнă, ҫакӑн хыҫҫӑн ӑна госпитализациленӗ.

Хальхи вӑхӑтра следовательсем, пулса иртнĕ инкек курнисене, ҫуртăн хуçине, унта ĕçлекенсене ыйтса пĕлеççĕ, строительство нормисемпе требованийӗсене хӑрушсӑрлӑх условийӗсемпе тивӗҫтермелли сӑлтавсене тупса палӑртма строительство нормисемпе требованийӗсене палăртакан техника документацине тĕрĕслеççĕ, ӗҫ-хӗле пӑхса тухнин результачӗсем тӑрӑх ҫурт-йӗр строительствӑпа техника экспертизи ирттерессине палӑртнӑ. Суту-илӳ центрне юсассишӗн, тытса тăрассишӗн тата хута янӑшӑн яваплӑ ҫынсене тӗрӗсленӗ хыççăн право хаклавне парӗҫ.

Тӗпчев результачӗсене республикӑн тӗп следстви управленийӗнче тӗрӗслесе тӑраҫҫӗ.

Пушкăртстанри Раççей СУ СК.

Автор:Марина Иванова
Читайте нас: