Çутă çул
-6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Право тата закон
12 Августӑн 2021, 13:11

Хĕрарăм полицейскипе çапăçнăшăн штраф тÿлет

ЧП май уйӑхӗнче Куюргаза районӗнчи Ермолаево ялӗнче пулса иртнӗ.  

Хĕрарăм полицейскипе çапăçнăшăн штраф тÿлет
Хĕрарăм полицейскипе çапăçнăшăн штраф тÿлет

ЧП май уйӑхӗнче Куюргаза районӗнчи Ермолаево ялӗнче пулса иртнӗ.

ГИБДД сотрудникӗ патрулировани вӑхӑтӗнче мопедпа пыракан ҫамрӑк ачана чарнӑ. Çул çитмен ачан водитель прависем ҫукки паллӑ пулнă.

 Ҫав вӑхӑтра инспектор машини патне ачан амӑшӗ пырса тӑнӑ, та унăн ывӑлне чарнӑшӑн тарӑхма кăшкарашма пуҫланӑ. Хӗрарӑм мопеда кустарса кайма хӑтланнă, полицейски ӑна чарма тӑнă. Хĕрарăм вăрах уйласа тăмасăр, çапăçма тытăннă , унтан асфальт катӑкне илнӗ те ӑна полицейские пенĕ, уринчен лектернĕ.

37 ҫулхи хӗрарӑм пирки уголовлӑ ĕç пуҫарнӑ. Судра айӑпланакан хӑй айӑпне йышӑннă.

Хӗрарӑма штраф евӗрлӗ наказани пама приговор йышӑннӑ.

Приговор саккунлӑ вӑя кӗнӗ.

ПР сучĕсен пресс-службин информацийĕпе.

Сăнÿкерчĕкĕ: уçă çăлкуçсенчен.

Хĕрарăм полицейскипе çапăçнăшăн штраф тÿлет
Хĕрарăм полицейскипе çапăçнăшăн штраф тÿлет
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: