+3 °С
Уҫҫӑнах
Пушкӑртстанри ШĔМ ГИБДД Автоматизациленӗ административлӑ правӑна фотофиксаци центрӗн ҫул-йӗр енӗпе начальникне Арсен Мухтаруллина взятка илнĕ виҫӗ эпизодра айăпланаканскере, хурала илнӗ.
СКР Следстви управленийӗн пресс-службин кӑтартӑвӗсем тӑрӑх суд следовательсем арестлесси ҫинчен ыйтнине тивӗҫтернӗ. Ҫитес икӗ уйӑх тăршшĕпе полицейски следстви изоляторӗнче ирттерӗ.
Унччен «Башинформ» агентство регион ШӖМĕнче арестленӗ инспектор пирки служба тӗрӗслевĕ пуçлани ҫинчен пӗлтернӗ. ПР УФСБ ӗҫченӗсем Мухтаруллина ӗҫ вырӑнӗнче тытса чарнӑ.
«Башинформ» информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: ПР УФСБ видео стоп-кадрĕ.