Çутă çул
0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Право тата закон
25 Августӑн 2021, 09:23

Вакцинаци ҫинчен суя сертификатпа усӑ курни мӗн тери хӑрушӑ пулни çинчен Сывлăх сыхлав министерствинче каласа панă

Пушкăртстан Сывлăх сыхлав министерствинче коронавирусран вакцинаци тӑвасси ҫинчен суя сертификатпа усӑ курни мӗн тери хӑрушӑ пулни ҫинчен каласа панӑ.  

Министр заместителӗ Ирина Кононова каланӑ тӑрӑх, официаллӑ документ вырăнне суя хута упранăшăн, туяннăшăн, усӑ курас е сутас тӗллевпе турттарнăшăн уголовлӑ наказани параççĕ — ӑна пӗр ҫуллӑха ирӗклӗхсӗр тӑратса хӑвараççĕ.

Уголовлӑ яваплӑх тыттарасси çын суя документпа усӑ курнинчен е усӑ курманинчен килмест.

Министр çумĕ тепĕр аспекта та палăртнă, поствакцина иммунитечĕ пулманни COVID-19 инфекципе чирленӗ чухне чирӗн йывӑр формисем патне илсе ҫитерме пултарать.

Аса илтеретпӗр, ҫак сертификата медицина организацийӗнче е Госуслуги сайтăн харпӑр хӑй кабинетӗнче прививка тунӑ хыҫҫӑн илме пулать. Госуслугинче сертификата икӗ чӗлхепе, вырӑсла тата акӑлчанла ҫырнӑ.

 «Башинформ» информацийĕпе.

Вакцинаци ҫинчен суя сертификатпа усӑ курни мӗн тери хӑрушӑ пулни çинчен Сывлăх сыхлав министерствинче каласа панă
Вакцинаци ҫинчен суя сертификатпа усӑ курни мӗн тери хӑрушӑ пулни çинчен Сывлăх сыхлав министерствинче каласа панă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: