«Ҫул ҫитмен ҫынна вӑрлани» тата «Асаплантарни». Уголовлӑ кодексӑн çак икӗ статйипе Пушкӑртстанри Дуван районӗнче пурăнакан суд умне тăрать.
28 ҫулхи айӑпланакан виҫӗ уйӑх тăршшĕпе 17 ҫулхи хӗре асаплантарнӑ.
Республика прокуратурин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын ĕçсе ÿсĕрĕлнĕ те ҫул ҫитмен ачана тимӗр тӑхаллӑ чӗн пиҫиххипе хӗнесе пӗтернӗ, 2020 ҫулхи ноябрь уйӑхӗнче хĕре палламан арҫынпа урамра тӗл пулнӑ та ăна автомобиле ларса унпа пӗрле кайма ыйтнӑ.
«Хĕрĕ машинана ларма килĕшмен, айӑпланакан ҫул ҫитмен ҫынна пуҫĕнчен ҫапнă та, автомашинӑн кайри ларкӑчӗ ҫине сӗтӗрсе кӗнӗ, Тастуба ялӗнчен 19 ҫухрӑм уя илсе тухнă, хӗнесе тӑкнă, хӗре инкек пулнă вырӑнтах хӑварса тухса кайнă», — пĕлтернĕ надзор ведомствинче.
28 ҫулхи арҫын хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Ҫывӑх вӑхӑтра Салаватри районсен хушшинчи суд ĕçе пӑхса тухать.
«Башинформ» информацийĕпе.