Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Право тата закон
3 Сентябрӗн 2021, 10:20

Культура учрежденийӗн бухгалтерӗ 1,8 млн тенкĕ хăйĕн кĕсйине чикнĕ

Пушкӑртстанри Уфа районӗнчи культура учрежденийӗсен ӗҫ-хӗлне тивӗҫтерес енӗпе ĕҫлекен управлени бухгалтерне пысӑк виҫепе ултав ĕçĕ тунă тесе айӑплаҫҫӗ.  

Прокурор тӗрӗслевӗ вӑхӑтӗнче Кириллов ял совечӗн администрацине (унта вӑл ӗлӗк специалист пулса ӗҫленӗ) хӗрарӑм ӗҫченсен табель номерӗпе усӑ курса темиҫе ҫул тăршшĕ 2 пин тенкӗрен пуҫласа 30 пин тенкӗ таран хӑйне ӗҫ укҫи ҫырса пыни палӑрнă. Пӗтӗмӗшле илсен вӑл 1,8 млн тенкӗ ытла илнӗ.

Хӗрарӑм айӑпне йышӑннă, укҫине тавӑрса панă та ӗҫрен тухса кайнă. Уголовлă ӗҫе суда янӑ.

ПР прокуратурин информацийĕпе.

Сăнÿкерчĕкĕ: donvesti.ru

Культура учрежденийӗн бухгалтерӗ 1,8 млн тенкĕ хăйĕн кĕсйине чикнĕ
Культура учрежденийӗн бухгалтерӗ 1,8 млн тенкĕ хăйĕн кĕсйине чикнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: