+3 °С
Уҫҫӑнах
Тунтикун Октябрьски хулинче ҫӳллӗ вырӑнтан ҫын ӳкнӗ.
МКД улттӑмӗш хутӗнчен 1979 ҫулхи арҫын тухса ӳкнӗ. Вӑл пурнӑҫпа шайлашми травмӑсем илнӗ.
Право хуралӗн органӗсем ыйту ҫине хуравлас тесе мӗн пулса иртнине тӗпчеҫҫӗ: вилнӗ ҫын хӑех тухса кайнӑ е ӑна "пулӑшнӑ". Ӳкнӗ çын Нефтекамск районӗнчи ялсенчен пӗринче регистрациленнӗ.
Ҫулталӑк пуҫламӑшӗнчен, ГОЧС управленийӗн пӗрлехи дежурнăй диспетчер служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Октябрьскинче ҫӳллӗшӗнчен ÿкнĕ 13 тӗслӗх пулса иртнӗ. Вӗсенчен иккӗшӗнче ачасем хӗн курнӑ. Тӑваттӑшĕ, ҫав шутра юлашки самант, вилĕмпе вӗҫленнӗ. Вилнисем пурте — çитĕннĕ çынсем.
https://okt-neft.ru/ информацийĕпе.