Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Право тата закон
21 Сентябрӗн 2021, 13:50

Взяткăшăн юсав ирттернĕ тесе алă пусма хатĕр пулнă

Уфари нефть вузӗн ӗҫченне 1 млн тенкӗлӗх взятка илнӗ чухне тытса чарнӑ.  

Взяткăшăн юсав ирттернĕ тесе алă пусма хатĕр пулнă
Взяткăшăн юсав ирттернĕ тесе алă пусма хатĕр пулнă

Уфари нефть вузӗн ӗҫченне 1 млн тенкӗлӗх взятка илнӗ чухне тытса чарнӑ.

Уфа полицине строительство фирмин директорӗ унран взятка ыйтни ҫинчен заявлени панӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, унӑн предприятийӗ Уфари вузсенчен пӗринпе 44 миллиона яхӑн тенкӗлĕх темиҫе договор тунӑ. Строительсем корпуссене тата университет ҫурчӗсене тӗпрен юсас енӗпе ĕçсем пурнӑҫламалла пулнӑ. Анчах ун патне вӗренӳ заведенийӗн тӗп инженерӗн заместителӗ пынă, вӑл 7,5 миллион тенке яхӑн взятка ыйтнӑ. Ҫак укҫашӑн университет сотрудникӗ унччен тунӑ договорсем тӑрӑх пурнӑҫланӑ ӗҫсен акчĕсене алӑ пусма пулӑшма пулчӗ.

"ПР оперативлӑ шырав мероприятийӗсене ирттернӗ май ПР МВД УЭБиПК суту-илӳпе вӑйӑ-кулӑ комплексӗ ҫумӗнчи паркра, Октябрь проспектӗнче, миллион тенкӗ панă вăхăтра посредника тытса чарнӑ. Малашне ҫав укҫана унӑн хӑйӗн пӗлӗшне — вуз ӗҫченне, кӗҫех хӑйӗн ӗҫ кабинетӗнче тытса чарнӑскере, памалла пулнӑ", — тесе пӗлтернӗ ПР МВД пресс-службинче.  

 «Башинформ» информацийĕпе. Сăнÿкерчĕкĕ: ПР МВД.

Взяткăшăн юсав ирттернĕ тесе алă пусма хатĕр пулнă
Взяткăшăн юсав ирттернĕ тесе алă пусма хатĕр пулнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: