Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Право тата закон
29 Сентябрӗн 2021, 09:48

Аслӑ суд приставне взятка илнĕшӗн айӑпланă

Тĕплĕнрех сайтра вулăр.

Аслӑ суд приставне взятка илнĕшӗн айӑпланă
Аслӑ суд приставне взятка илнĕшӗн айӑпланă

Пушкӑртстанри Туймазăри районсем хушшинчи прокуратура Раҫҫей Федерацийӗн суд приставӗсен ПР территори управленийӗн 40 ҫулти экс-начальникӗ "взятка илни" тата "ирĕксĕрлесе ыйтса взятка илни" статьясем тӑрӑх айӑплакан ӗҫ пирки заключени ҫирӗплетнӗ.

ПР прокуратурин пресс-службин информацийӗпе, иртнӗ ҫулхи декабрь уйӑхӗнче айӑпланакан пĕрле ĕçлекенсенчен (вăл ертсе пыракан коллективран) ӑна 2020 ҫулхи тӑваттӑмӗш кварталти премисен пӗр пайне пама ыйтнă. Аслӑ пристав хӑйӗн ыйтăвне коллектив пӗтӗмӗшле кирлĕ пек ӗҫлемен пирки вăл тÿлевсемсĕр юлнă, çавна май ăна дисциплинарнӑй взыскани панă тесе ăнлантарнă.

Пӗрле ӗҫлекенсем хӑйсене штрафлама е ӗҫрен кӑларса яма пултарасран хӑраса ӳкнӗ, ҫавӑнпа та начальнике, пӗтӗмӗшле илсен, 20 пин ытла тенкӗ ытла панӑ. Юлашки укҫине, юлнă суммăна (35 пин тенкӗ) илеймен, мӗншӗн тесен хӗрарӑма полицейскисем чӑрмантарнă. Ăна тытса чарнă.

Суд приставĕсен ертÿçине ĕçрен кăларнă. Хĕрарăм хăйĕн айăпне йышăнман. Ĕçе суд пăхса тухать.

 «Башинформ» информацийĕпе.

Аслӑ суд приставне взятка илнĕшӗн айӑпланă
Аслӑ суд приставне взятка илнĕшӗн айӑпланă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: