Çутă çул
0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Право тата закон
1 Октябрӗн 2021, 14:00

Следовательсем Гай хулинче Пушкӑртстан виҫӗ студентне вӗлернĕ хатĕре тупнӑ

РФ СК Оренбург облаҫӗнчи управленийӗн следователӗсем Пушкӑртстанри виҫӗ медколледж студентне вӗлернӗ вырӑнта преступлени тунă орудине тупнӑ.  

Маларах пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрсене пуртӑпа ҫапса вĕлернӗ тенĕччĕ. Криминалистсем ку информацие тĕрĕс мар тесе кухня ҫӗҫҫине тупсан çирĕплетнĕ.

Ҫавӑн пекех Гайри право сыхлавҫисем 18 ҫулхи Анвар Сингизов, пӗлӗшӗсене вӗлернине пула шыраса тупнӑскере, преступлени туман тесе çирĕплетнĕ. Йӗкӗт следствинчен пытанман, преступлени вӑхӑтӗнче Уфара пулнине ҫирӗплетсе панӑ.

Унччен "Башинформ" агентство сентябрӗн 30-мӗшӗнче Гай медицина колледжӗн 17, 18 тата 19 ҫулхи студенткисем тара тытнă хваттерӗнче вӗлернӗ ÿчĕсене тупни ҫинчен пӗлтернӗ. Пӗр хĕре нумай хваттерлӗ ҫуртӑн картишӗнче тупнӑ.

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров хушнипе вилнӗ хӗрсен тӑванĕсемпе тата ҫывӑх çыннисемпе психологсем ĕçлеççĕ, вӗрентӳ тулашӗнче студенткӑсем пурӑннӑ муниципалитетсен пуҫлӑхӗсем ҫемьесене хĕрсен ӳтне тӑван ҫӗршыва турттараса килессипе тата пытарассине йĕркелессипе ҫыхӑннă ыйтусене татса пама пулăшаççĕ.  

«Башинформ» информацийĕпе.  

Следовательсем Гай хулинче Пушкӑртстан виҫӗ студентне вӗлернĕ хатĕре тупнӑ
Следовательсем Гай хулинче Пушкӑртстан виҫӗ студентне вӗлернĕ хатĕре тупнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: