Суррогат эрехӗпе наркӑмӑшланнӑран Оренбург облаҫӗнче 29 ҫын вилнӗ, пӗлтернӗ РФ СК-ра. Пӗтӗмпе 54 ҫын хӗн курнӑ - облаҫăн хĕвелтухӑҫ енче пурӑнакансем. Вӗсем регионӑн тӑватӑ медучрежденийӗнче.
Ӗҫе РФ СК тишкерет. Малтан следстви ҫичӗ фигуранта тытса чарнӑ, халӗ ӗнтӗ преступлени тунă тесе шутлакан тӑхӑр ҫынна палӑртни ҫинчен пӗлтернӗ. Вӗсенчен ҫиччӗшне октябрӗн 9-мӗшӗнче суд йышӑннипе арестленӗ.
СК пӗлтернӗ тӑрӑх, Орск хулинчи суту-илӳ базин территорийӗнче полицин следователӗсемпе оперативлă ĕçченĕсем Вокзал шоссе урамӗнчи (унта маларах упрамалли тӗп склад тупса палӑртнӑ) ҫавӑн пекех 11 тимӗр пичкере 200 литр спиртлӑ шӗвеке асӑрханӑ. Унччен регион прокуратури тӗрлӗ ҫӗрте 800-е яхӑн бутылка контрафактлӑ эрехе туртса илни ҫинчен пӗлтернӗ.
Аса илтеретпӗр, ҫынсем эрехпе наркӑмӑшланни октябрӗн 7-мӗшӗнче паллӑ пулчӗ. Шар курнисен тата вилнисен юнӗнче специалистсем метанол - вилӗм наркӑмӑшне, ҫитменнине концентраципе вĕлерме пултаракан дозăран виҫӗ-пилӗк хут нумайрах асӑрханӑ. Регион министерстви соцсетьсенче наркăмăшланнӑ пациентсем килсе кӗрес-тӑвас пулсан 69 койка уҫнине, вӗсенчен-29-шӗ реанимаци пĕлтернĕ.
"Российская газета" информацийĕпе.