Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Право тата закон
20 Октябрӗн 2021, 11:50

Вакцинаци туни çинчен суя документ тăвакансен хушшинче медиксем те пур

Пушкӑртстанра вакцинаци ҫинчен калакан суя документсене туса хатӗрленĕшӗн 41 уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ, пӗлтерет республикăри Шалти ӗҫсен министерстви.  

Ведомство COVID-19 хирĕç прививка тунин сертификачĕсемпе суту-илÿ тӑвакан вырӑнти мошенниксене активлӑ тупса палӑртать. Сӑмахран, Пушкӑртстанра ҫӗнӗ коронавирус инфекцийӗнчен вакцинаци ҫинчен калакан уйрӑм справкӑсем сутакан сайта блокировкăланӑ. Унсӑр пуҫне республикӑра пурӑнакан 18 ҫултан пуҫласа 50 ҫулччен граждансене тытса чарнӑ, вӗсем те коронавирус ерекен инфекципе çыхăннă законсăр бизнес йӗркеленӗ. Вӗсен тӗлӗшпе процеслӑ йышӑнусем тума тишкерӳсем тӑваҫҫӗ. Ҫапла Октябрьскинчи полицейскисем пĕр гражданина йĕрлесе тупнă, лешӗ вакцинаци туни пирки суя документсем кăларассине йĕркеленĕ. Вӑл 36 справка туса хатӗрленӗ те пӗрне пин тенкĕрен пуçласа икӗ пин тенкӗ таран сутнӑ.

Право сыхлавҫисем суя документсем тăвакан ҫынсем хушшинче медиксем те пуррине палӑртаҫҫӗ.

Сертификат сутакансене «подделка, изготовление или оборот поддельных документов» статьяпа айӑплаҫҫӗ, ҫав документа тусан икӗ ҫула ирӗклӗхсӗр тӑратса хӑварма палӑртнӑ, ҫавӑн пекех суя документа сутсан вара темиҫе хутчен — тӑватӑ ҫулччен айăплав кĕтет. Вакцинаци ҫинчен калакан суя документа илекен те «Нарушение санитарно-эпидемиологических правил, создающее угрозу массового заражения» статьян ҫӗнӗ пункчӗпе яваплӑх тытать. Наказание пинрен пуҫласа пилӗк пин тенкӗ таран штрафлама палӑртнӑ, — пӗлтерчӗ Уфа юрисчӗ Роман Петров.

ПР МВД.

Вакцинаци туни çинчен суя документ тăвакансен хушшинче медиксем те пур
Вакцинаци туни çинчен суя документ тăвакансен хушшинче медиксем те пур
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: