Çутă çул
0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Право тата закон
22 Октябрӗн 2021, 14:07

10 ҫулхи шкул ачине урамра хӗненӗ пенсионерка Уфа журналисчĕсене тапӑннă

Агрессиллӗ хӗрарӑм "Пушкӑртстан" ГТРКан ӳкерӳ бригадине паллӑ мар шӗвекпе сапнӑ та оператор камерине сиен кӳнӗ.  

Журналистсене паян, октябрӗн 22-мӗшӗнче, Ладыгин урамӗнчи пӗр ҫуртӑн картишӗнче репортаж ӳкернӗ вӑхӑтра тапăннă. Иртнӗ кунсенче ҫав вырӑнтах асӑннӑ хӗрарӑм шкул ачине пуҫӗпе ҫурт стенине ҫапнă, имĕш те хĕрача кушаксене унан çурчĕ патĕнче ҫитернӗ. Хӗрача ӳт-пӳ тĕлĕшĕнчен суранланнă. Тӑванӗсем полицие пĕлтернĕ, çак факта ПР ШĔМ халӗ тӗрӗслет.

"Пушкӑртстан" ГТРК информацийӗпе журналистсем пенсионеркӑпа калаҫма хӑтланса пӑхнӑ, анчах та кӗтмен ҫӗртен агрессипе тӗл пулнӑ.

"Ҫакна ПР ШĔМ официаллӑ ыйтӑвӗ тесе шутлама тата пулса иртнĕ ӗҫсене право енчен хак пама ыйтатпӑр", — тесе пӗлтернӗ телекомпани сайтӗнче.

 «Башинформ» информацийĕпе.

10 ҫулхи шкул ачине урамра хӗненӗ пенсионерка Уфа журналисчĕсене тапӑннă
10 ҫулхи шкул ачине урамра хӗненӗ пенсионерка Уфа журналисчĕсене тапӑннă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: