Баймак районӗнчи 53 ҫулхи ҫын мошенниксене хӑйӗн мӗнпур пурлӑхне "инвестици" хывнă, ҫавӑн пекех кредита кӗнӗ.
Каярахпа полици ӗҫченӗсене аферистсенчен шар курнăскер каласа панă тăрăх, ӑна пысӑк инвестици фончӗн сотрудникӗсем тесе улталанă паллӑ мар ҫынсем шăнкăравлама пуҫланӑ. Вӗсем арҫыннӑн пуҫне ҫав тери ăста пӑтратса янӑ, ҫавӑнпа вӑл чӑнах та бизнес представителӗсемпе ӗҫ тытнине ӗненнӗ. Ҫавна пула вӑл вӗсене хӑйӗн пӗтӗм укҫине панӑ кӑна мар, пысӑк кредита та кӗнӗ. Пӗтӗмӗшле илсен, вӑл мошенниксене 6 млн тенкӗ куҫарнӑ.
Преступниксен тепӗр тупӑшӗ Туймазă районӗнчи 37 ҫулхи çын пулса тăнă, вăл интернет урлă пелтерÿсен сайтĕнче токарь станокне туяннӑ чухне аферистӑн серепине ҫакланнӑ. Арҫын ӑна ахаль те илсе килмен таваршӑн 600 пин тенкӗ куҫарнӑ. Сутуҫӑ шӑнкӑравсем ҫине хуравлама пӑрахнă.
ПР МВД пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, иртнӗ талӑкра республика полицине ултавлӑх ҫинчен 12 пӗлтерӳ кӗнӗ: 6 - банк учрежденийӗсенче ӗҫлекенсем пек граждансене улталани, 4 - инвестици тума хӑтланнӑ чухне, 2 - Интернет урлă тавар туяннӑ чухне.
ПР МВД республикӑра пурӑнакансене сыхӑ тӑма чӗнсе калать. Сире банкпа инвестици фончӗсен сотрудникӗсем тесе калакан паллӑ мар çынсем шӑнкӑравлаҫҫӗ пулсан, вӗсемпе ан хутшӑнӑр, тӳрех трубкӑна хурӑр.
"МГ" информацийĕпе.