Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Право тата закон
16 Ноябрӗн 2021, 18:13

Пишпÿлекре ДТП инкек курнисене асăнмалли кун иртнĕ

Тĕплĕнрех сайтра вулăр.

Пишпÿлекре ДТП инкек курнисене асăнмалли кун иртнĕ
Пишпÿлекре ДТП инкек курнисене асăнмалли кун иртнĕ


Ноябрӗн 16-мӗшӗнче Ҫӗнтерӳ Волонтерӗсем тата "Ҫамрӑк Гварди" хастарӗсем ДТП инкек курнисене асăнмалли куна халалланӑ акцие хутшӑннă, ҫынсене автомобильте хăрушсăрлăх хатĕрĕсем çинчен информаци буклечӗсене валеҫсе панă.
Хисеплӗ ашшĕ-амăшĕ, асра тытӑр!
Ачасем 12 ҫулччен автомобилĕн хыҫалти ларкӑчĕ ҫинче лармалла, енчен те малти ларкӑч çинче ача-пӑча лармалли ятарлă хатĕр çук пулсан.
2 ҫулчченхи ачасем валли хыҫалти ларкӑч ҫинче ҫирӗплетсе хунă ятарлӑ кресло пулмалла, вăл хыçалти ларкăч еннелле тăмалла. Аварие лексен вӑл ача мӑйне тивекен нагрузкăна (çапăннă чухне чи нăкă суранланакан вырӑн) 90% чакарать.
3 ҫултан пуҫласа 8 ҫул таран ÿсĕмри ачасемшӗн хӑрушсӑрлӑх системиллĕ ятарлӑ креслӑпа усӑ курма сӗнеҫҫӗ. Вӑл суранланассине 70% чакарма май парать.
9 - 12 ҫулхи ачасемшӗн ларкӑч-минтерпе е адаптерпа усă курма сĕнеççĕ, вĕсем хӑрушсӑрлӑх пиҫиххине тӗрӗсех ҫӗклекен тата шанчӑклӑ ларакан тăваççĕ, пиçиххие кӑкӑр читлӗхӗпе пӗҫӗ урлӑ (мӑйпа хырӑмӗ урлӑ мар) ярса усӑ курма сӗнеççĕ. Чӗн пиҫиххи мӗн чухлӗ ҫывӑхрах, ҫавӑн чухлӗ хӳтлӗх лайӑхрах .
Хӑвӑра тата ҫывӑх ҫыннӑрсене сыхлӑр!
Çамрăксен "Вектор" центрĕн ВКонтакте страницинчен.

#БижбулякскийРайон
#СоциальнаяАктивность
#МолодаяГвардия

Пишпÿлекре ДТП инкек курнисене асăнмалли кун иртнĕ
Пишпÿлекре ДТП инкек курнисене асăнмалли кун иртнĕ
Пишпÿлекре ДТП инкек курнисене асăнмалли кун иртнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: