Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Право тата закон
26 Ноябрӗн 2021, 12:12

Парӑмне парса татиччен мигранта тӑван ҫӗршывне яман

Пĕрер çĕре каяс тесен, парăм пуррипе çуккине тĕрĕслеме ан манăр

Парӑмне парса татиччен мигранта тӑван ҫӗршывне яман
Парӑмне парса татиччен мигранта тӑван ҫӗршывне яман

 Вӑтаҫӗр Азире ҫуралса ӳснӗ çынран пӗтӗмпе 70 пин тенкӗ шыраттарса илнӗ, пӗлтерет ПР УФССП пресс-служби.

Арҫынна Ермекей районӗнче регистрациленӗ тата Раҫҫей территорийӗнче пурăннӑ вăхăтра штрафсем пухнӑ, ҫавӑн пекех транспорт налукне тӳлемен. Приставсем парӑма кӗнӗ ҫынна явап тыттарма темиҫе мерӑпа усӑ курнӑ, ҫав шутра ана Раҫҫей чиккинчен тухса кайма чарнӑ.

Парӑмçă килне вӗҫсе кайма хатӗрленсен аэропорта регистраци тунӑ чухне ӑна самолет ҫине лартма килӗшмен. Ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл суд приставӗсен уйрӑмне пынӑ та парӑмне тӳлесе татнă, ҫавӑн пекех исполнительский сбор — пӗтӗмӗшле илсен 70 пин тенкӗ.

Сăнÿкерчĕкĕ:уҫӑ ҫӑлкуҫсенчен.

https://resbash.ru/news/obshchestvo

Парӑмне парса татиччен мигранта тӑван ҫӗршывне яман
Парӑмне парса татиччен мигранта тӑван ҫӗршывне яман
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: