Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Право тата закон
30 Ноябрӗн 2021, 21:15

Пушкӑртстанра ача сачĕн ӗҫченӗ палламан ҫынна шанса 700 пин тенкӗ ҫухатнӑ

Мошенничество факчӗпе следстви пайĕнче уголовлӑ ӗҫ пуçарнă.

Пушкӑртстанра ача сачĕн ӗҫченӗ палламан ҫынна шанса 700 пин тенкӗ ҫухатнӑ
Пушкӑртстанра ача сачĕн ӗҫченӗ палламан ҫынна шанса 700 пин тенкӗ ҫухатнӑ

Салават хулинче пурӑнакан хӗрарӑм инвестицисемпе укҫа ӗҫлесе илес тенĕ, анчах та мошенниксен аллине лекнĕ .
Полицие 26 ҫулхи хӗрарӑм килнӗ, вăл 700 пин тенкӗ ҫухатни çинчен пӗлтернӗ . Ҫуркуннех ача садӗнче ӗҫлекен хӗрарӑм соцсетьре хӑйӗн укҫине электронлӑ укҫа-тенкӗ ҫине инвестицисем хывма сӗнекен арҫын страницине курнӑ. Ольга ун патне ҫырнă, лешӗ хуравланă, вĕсем пӗр-пӗринпе калаҫма пуҫланă. Хӗрарӑм банкра тӗрлӗ карттӑсем ҫине укçа куҫарма пуҫланӑ, номерӗсене унпа калаҫакан ҫын ярса панӑ, укҫа вара пулас тупӑшăн инвестицине каять, шутланӑ хĕрарăм .
Пĕр уйăх хушшинче Салаватра пурӑнакан хӗрарӑм , пачах ют ҫынна шанса, 700 пин тенкӗ куҫарнӑ. Каярах псевдоброкер ҫухалнӑ , ҫыхӑнӑва урӑх тухман. Ҫапла вара, пуянланасса кĕтсе илеймесен, хӗрарӑм полицие кайнӑ, пӗлтернӗ ПР МВД пресс-службинче.
Мошенничество факчӗпе следстви пайĕнче уголовлӑ ӗҫ пуçарнă.
"Башинформ" информацийĕпе.

Пушкӑртстанра ача сачĕн ӗҫченӗ палламан ҫынна шанса 700 пин тенкӗ ҫухатнӑ
Пушкӑртстанра ача сачĕн ӗҫченӗ палламан ҫынна шанса 700 пин тенкӗ ҫухатнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: