2021 ҫулхи декабрьтен вӑя кӗрекен пӗлтерӗшлӗ ҫӗнӗ хыпарсем ҫинчен Раҫҫей юрисчĕсен Ассоциацийӗн Пушкӑртстанри уйрӑмӗн председателӗ, Патшалăх Думин депутачӗ, Патшалӑх Думин патшалăх строительствипе тата саккунсемпе ҫыхӑннӑ комитетăн председателӗн пӗрремӗш заместителĕ Ирина Панькина каласа панă.
Мошенниксене блокироват туни
Декабрьтен вӑя кӗрекен саккун тăрăх банксен официаллӑ сайчӗсемпе тата финанс организацийӗсен официаллӑ сайчӗсемпе усӑ курма сӗнекен финанс пирамидисене е банксен даннӑйсен базисене саккунсӑр кӗме сӗнекен финанс мошенникӗсен сайчӗсене судсӑр блокироват тума май парать. Центробанк мошенниксен ресурсӗсене тĕрĕс мар тесе чарма пултарать. Центробанкӑн представителӗ прокуратура хут çырсан , вĕсем çав хута тӗпе хурса блокировка пирки йышӑну тумалла.
Социаллӑ пӗлтерӗшлӗ сайтсемпе тӳлевсӗр усӑ курни
Декабрĕн 1-мӗшӗнчен пуҫласа сотовăй ҫыхӑнӑвӗн операторӗсем хӑйсен клиенчӗсене социаллӑ пӗлтерӗшлӗ интернет-ресурссемпе тӳлевсӗр усӑ курассине тивӗҫтермелле: "Госуслуги" порталӗ, патшалăх органӗсен тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен, РФ патшалӑх бюджет тулашӗнчи фончӗсен сайчӗсем патне. Ытти социаллӑ пӗлтерӗшлӗ сайтсен списокне правительство комиссийӗ палӑртӗ.
Кивҫен илнĕ договорсен условийӗсенче кивҫен илекенсен енне усӑ парасси улшӑнать
Декабрӗн 30-мӗшӗнчен кредит договорӗнчен кивҫен илекенӗн счечĕ ҫинче тӑрса юлмалли укçи пулмалли, черетлӗ тӳлеве тÿлеме валли чухлĕ, пункт ҫухалать.
Унсӑр пуҫне кредит е заем договорне тунӑ граждансем 14 кун хушшинче договор тунӑ чухне ирӗксӗрлеме тата укҫана каялла тавӑрма пултаракан договорсене пӑрахӑҫлама право илӗҫ.
Кредитор кивҫен памалли условисемпе килӗшнине кӑтартакан "галочкӑсене" договор ҫине заемщик хăй алă пусмасăр малтанах паллă туса хума пултараймасть.
Сӗт маркировки обязательнӑй пулать
Декабрӗн 1-мӗшӗнчен сӗтпе сӗт продукчӗсене , 40 кунран сахалрах упрамаллисене, обязательнӑй маркировка тӑвӗҫ. 2022 ҫулхи январӗн 20-мӗшӗнчен пуҫласа предпринимательсем асӑннӑ продукцие касса урлӑ ҫырса илме тивӗҫ. Вак суту-илӳ предприятийӗсем, ҫав кунран пуҫласа кирек мӗнле сӗт-ҫу продукцине сутакан предприятисен маркированнӑй продукцине сутнӑ чухне кассӑра кодсене йӗркелемелле тата онлайн-кассӑпа усӑ куракан системӑна сутасси ҫинчен калакан сведенисене парса тӑмалла.
Маркироват туман продукцие сутни саккуна пăснине пĕлтерет
Декабрӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа таварсене пӗтӗмӗшле маркировка тумалли требованисене пӑснӑшӑн, ҫав шутра тарусене те сутуçăсем административлӑ яваплӑх тытĕç.
Поддельнăй идентификациллĕ таварсене кӑларни, туянни, упрани, сутма валли турттарни саккуна пăсни шутланать, çавăншĕн виҫӗ ҫулччен ирӗклӗхсӗр тӑратса хӑвараççĕ.
Медосмотрсем тата ют ҫӗршыв ҫыннисен пÿрне йӗрӗсем
Раҫҫее 90 календарь кунӗнчен нумайрах срока килекен ют ҫӗршыв ҫыннисен дактилоскопи регистрацийӗ, фотографировани тата медицина тӗрӗслевӗ иртмелле, ҫавсен шутне ҫаксем кӗреҫҫӗ: ВИЧ-инфекци тата инфекци чирӗсем йĕри-таврари çынсене хӑрушлӑха лектерекеннисем çуккине палăртни, ҫавӑн пекех наркотикпа усă куракансем лару-тӑрӑва лекни.
Процедурӑсене Раҫҫей территорине кӗнӗ кунран пуҫласа 90 кун хушшинче, РФ ӗҫлеме килекен ют ҫӗршыв ҫыннисем валли вара – 30 кун хушшинче иртмелле.
Тавралӑха хӳтӗлесси
Раҫҫейре парник газӗсене кӑларса пӑрахас енӗпе мерӑсем йышӑнаҫҫӗ: вӗсен госучечӗ, парник газӗсене кӑларса пӑрахас тата ҫав ӗҫ-хӗле чакарас енӗпе тӑвакан тӗллевлӗ кӑтартусене палӑртасси.
"МГ" информацийĕпе.