Çутă çул
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Право тата закон
1 Декабрӗн 2021, 13:24

Икĕ арçын мунча кĕнĕ…

Ĕç мĕнпе вĕçленни пирки сайтра вулăр.  

Икĕ арçын мунча кĕнĕ…
Икĕ арçын мунча кĕнĕ…

Гафури районӗнче автомобиль хӑвалама хӑтланнӑшӑн вырӑнти ҫынна тытса чарнă.

Эрех-сӑра ӗҫнӗ хыҫҫӑн икӗ арҫын малтан больницӑна лекнӗ, унтан полицие, вӗсенчен пӗри, 40 ҫулхискер, унччен судпа айăпланна ҫын, ют автомобильпе килне хăвартрах çитме шут тытнă.

МВД республикӑри пресс-служба информацийӗпе, Гафури районӗнчи полици уйрӑмӗн дежурнăй чаçне Красноусольски ялӗнче пурӑнакан 31 ҫулхи ҫын шăнкăравланă. Кил картишне тухсан хăйĕн "семеркин" рулĕ умӗнче ют арҫынна курнине пӗлтернӗ.

Малтанласа пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав ӗҫ пуличчен кăшт маларах машина хăваласа кайма шутланă арçын хӑйӗн юлташӗпе эрех-сӑра ӗҫнӗ. Унтан мунча кӗнӗ чухне, 40 ҫулхи ял ҫыннин юлташĕ ӳкнӗ те пуҫне суранлатнă. Ҫапла вӗсем иккĕш больницӑна лекнӗ.

Медицина пулӑшӑвне илсен, арҫынсем килне ҫуран утнă, çул ункай бара кĕнĕ. Мунчара шар курнӑ арҫын кӑштах кая юлнӑ, 40 ҫулхи ял ҫынни нумай хваттерлӗ ҫуртсен картишӗнче "семеркăна" асӑрханӑ та унпа килне ҫитме чылай ҫӑмӑлрах пулӗ тесе шутланӑ. Анчах ҫавӑнтах ун патне автомобиль хуҫи пырса тăнă. Савӑнӑҫ ҫакӑнпа пӗтнӗ те...

Вырӑна килнӗ полицейскисем хӑйсем мӗн шутланине тĕпчеме килсе ҫитнĕ те уголовлӑ ӗҫ пуҫарнă.  

«Звезда» хаçатран.

Икĕ арçын мунча кĕнĕ…
Икĕ арçын мунча кĕнĕ…
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: