Çутă çул
0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Право тата закон
3 Декабрӗн 2021, 08:59

Арҫын савнипе ĕçкĕ кăрнă хыççăн аллине çĕçĕ тытнă

"Çын вӗлернĕ" статьяпа уголовлӑ ӗҫ пирки приговор йышӑннӑ.

Арҫын савнипе ĕçкĕ кăрнă хыççăн аллине çĕçĕ тытнă
Арҫын савнипе ĕçкĕ кăрнă хыççăн аллине çĕçĕ тытнă

Нефтекамск хула сучӗ "ҫын вӗлернĕ" статьяпа уголовлӑ ӗҫ пирки приговор йышӑннӑ.

Ӗҫ материалӗсенчен ҫакна палӑртмалла: 2021 ҫулхи ҫулла Нефтекамскра пурӑнакан, эрех-сӑрапа ӳсӗрӗлнӗскер, пĕрле пуранакан хĕрарăмĕпе ӗҫнӗ. Кӗтмен ҫӗртенех хирĕçсе кайса вӑл хӗрарӑма кухня ҫӗҫҫипе мӑйӗнчен, ҫурӑмĕнчен пилӗк хутран кая мар чикнӗ. Хĕрарӑмӗ, ҫӗҫӗпе суранланнипе вырӑнтах вилнӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн судпа айӑпланакан, преступленин йӗрӗсене пытарас тесе, кухня ҫӗҫҫине лешин аллине тыттарнӑ та васкавлă пулăшу сотрудникĕсене хĕрарăм хӑйне хăй ҫӗҫӗпе амантни ҫинчен пӗлтернӗ.

Каярахпа, следстви вӑхӑтӗнче айӑплакан хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ та хӑй мӗн тунишӗн ӳкӗннӗ. Нефтекамск хула сучӗн приговорӗпе арҫынна вӗлернӗшӗн айӑпланӑ, ӑна 9 ҫуллӑха ирӗклӗхсӗр тӑратса хӑварнӑ, ҫирӗп режимлӑ колонире пулма наказани панӑ.

 «Башинформ» информацийĕпе.

Арҫын савнипе ĕçкĕ кăрнă хыççăн аллине çĕçĕ тытнă
Арҫын савнипе ĕçкĕ кăрнă хыççăн аллине çĕçĕ тытнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: