Авари иртнӗ вырсарникун Стерлитамак хулинче пулса иртнӗ.
Малтанлӑха ПР ГИБДД кӑтартӑвӗсем тӑрӑх, "Peugeot 206" автомобильпе Ишимбай ҫынни тата "Skoda Fabia" автомобильпе вырӑнти хӗрарӑм тӗл пулнӑ.
"Аварие пула 9 ҫулхи "Skoda" пассажирне, водитель ывӑлне, госпитализациленӗ. "Рeugeot" автомобильтен больницӑна 30 ҫулхи арҫынна илсе килнӗ. Ҫавӑн пекех "Рeugeot" водителĕ ӳсӗр кĕвĕн автомобиле тытса пыни палӑрнӑ. Унта мӗн пулса иртнин сӑлтавӗсемпе лару-тӑрӑва тĕпчеççĕ", — пӗлтернĕ ведомствӑра.
Пӗр талӑк хушшинче Патшалӑх автоинспекцийӗн сотрудникӗсем çул-йĕр правилисене пӑснине 1800 ытла самант тупса палӑртнӑ, 46 ÿсĕр водителе тытса чарнӑ. Маларах хӑваласа кайнӑ пĕр автомобиле шыраса тупнӑ.
«Башинформ» информацийĕпе.