Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Право тата закон
9 Декабрӗн 2021, 20:26

Хӗрарӑм суя брокерсене ӗненсе 2 млн тенкӗ ытла ҫухатнӑ

 56 ҫулхи хӗрарӑм псевдоброкерсене укҫа ӗҫлесе илес тесе икӗ миллион ытла тенкӗ укçа куҫарнă.

Хӗрарӑм суя брокерсене ӗненсе 2 млн тенкӗ ытла ҫухатнӑ
Хӗрарӑм суя брокерсене ӗненсе 2 млн тенкӗ ытла ҫухатнӑ

Салаватра 56 ҫулхи хӗрарӑм псевдоброкерсене укҫа ӗҫлесе илес тесе икӗ миллион ытла тенкӗ укçа куҫарнӑ, анчах та ҫав укҫана та, пулас тупӑша та вӑл тек курман. Кун ҫинчен Пушкăртстанăн МВД пресс-служби пӗлтернӗ, унӑн ӗҫченӗсем мошенничество факчӗпе уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.
"Хӗрарӑм хӑйӗн пурлӑхне инвестицисем пулӑшнипе лайӑхлатас тӗллевпе ҫуннӑ та тӗрлӗ компанисен акцине хывма пуҫланӑ. Малтан вӑл палламан çыннăн банкри счечĕ çине 390 пин тенкӗ, унтан тата 100 пине яхӑн тенкӗ куҫарнӑ. Вăл кăна хӗрарӑма ҫителӗксӗр пек туйӑннă. Банкран вӑл кредит илнĕ. Миллион ҫурӑ илнӗ укҫана та пулас тупӑша янă. Анчах пуйма май килмен. Ултавçăсен аллине лекнине ӑнланса илсен хӗрарӑм полицине пулӑшу ыйтма кайнă. Хӗрарӑма тунӑ пӗтӗмӗшле сиен икӗ миллион тенке яхӑн", - каласа панă пресс-службӑра.
Полици ҫапла асӑрхаттарать: "инвестицисенче ӗҫлес кӑмӑл пулсан, клиентсен вӑй-хӑвачӗ рынокра пур тупӑшран та пысӑкрах пулсан, шухӑша каймалла".
"Башинформ" информацийĕпе.

Хӗрарӑм суя брокерсене ӗненсе 2 млн тенкӗ ытла ҫухатнӑ
Хӗрарӑм суя брокерсене ӗненсе 2 млн тенкӗ ытла ҫухатнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: