Пушкӑртстанӑн патшалăх автоинспекцийӗ ҫул-йӗр юхӑмне хутшӑнас ӗҫре мобильлӗ телефонпа калаҫни хӑрушă пулни çинчен аса илтерет.
Ведомство пресс-службин информаципе, кӑҫалхи 11 уйӑх хушшинче республикӑра транспорт хатӗрӗсен водителӗсем телефонпа усӑ курмалли правилӑсене пӑснă 10 пин ытла самант тупса палӑртнӑ. Çакнашкал правилăна пӑснӑшӑн водительсем 1500 тенкӗ штраф тӳлеҫҫӗ. Штрафсен пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ асӑннӑ тапхӑрта 15 млн тенкӗ ытла пулнă.
РФ ПДД 2.7-мӗш пункчӗпе водителĕн транспорт юхӑмӗнче пынă чух телефонпа усӑ курма, енчен те вӗсемпе алăсăр усӑ курмалли техника хатӗрӗсем вырнаҫтарман пулсан, юрамасть.
"Ҫавӑн пек ҫӑмӑлттайлӑх пысӑк аварисен сӑлтавӗ пулма пултарать. Мобильлӗ телефонпа калаçмалли водительшӗн пӗртен-пӗр май вӑл — ҫул айккинче чарăнса автомобильти лӑпкӑ лару-тӑрура, ҫуран ҫыншӑн вара — машинăсем çÿремен çулăн зонинче кăна, — ӑнлантарса панӑ ГИБДД пресс-службинче. — Телефонпа калаҫакан е автомобиль юхӑмӗ вӑхӑтӗнче СМС çыракан водитель паян сайра мар. Тӗпчевсем палӑртнӑ тӑрӑх телефонпа шӑнкӑравланӑ, калаçнă чухне те, СМС-хыпар пухнӑ чухне те усӑ курни водитель ҫул-йӗр Правилисен требованийӗсене пӑхӑнманни шутланать, вăл автомобиле хӑвӑрт та пахалӑхлӑн тытса пыма пултараймасть".
«Башинформ» информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: Ксения Калинина.