-4 °С
Уҫҫӑнах
Уфара Пӗтӗм Раҫҫейри VII юридика форумӑн шайӗнче "LEGAL FIGHT" юридика вӑййи тӑваттӑмӗш хут иртнӗ ӗнтӗ.
Унта Пушкӑртстан Правительствипе Патшалӑх пухӑвӗн, ҫамрӑк юристсен, адвокатсен, Пушкӑртстанри юристсен Ассоциацийӗн преподавателĕсен тата уйрӑмӗн командисем хутшӑннă.
"LEGAL FIGHT" юридика викторини виҫӗ сăмах вĕççĕн тата пӗр ҫыру раундӗнчен тӑнӑ. Кашни командӑн сӗтел ҫинче мӑчлатакан пысӑк кнопка пур, унта команда тӗрӗс е тӗрӗс мар хурав пама хатӗрри ҫинчен сигнал памалла пулнӑ, пӗлтерет "Молодежная газета". Тӑватӑ раунд хыҫҫӑн ҫӗнтерӳҫӗсен Кубокӗне адвокатсен команди ҫӗнсе илнӗ.
"Башинформ" информацийĕпе.