2021 ҫулхи сентябрь уйӑхӗнче ял совечӗн пуҫлӑхӗ патне унччен нихӑҫан та пурӑнман, ял совет территорийӗнче регистрациленмен тата ҫӗр илме ирӗк паман çын ҫӗр лаптӑкне илме тата харпӑрлӑхне йӗркелеме пулӑшу ыйтнӑ.
Ял совет пуҫлӑхӗ ҫакна 120 пин тенкӗ взяткăлла тума килӗшнӗ. Укҫа илнӗ чухне тата хуҫалӑх кӗнекин суя ҫыравне, пулăшу ыйтаканăн ашшӗн Уктеево ялӗнче 33 соткӑ ҫӗр лаптӑкне тивӗҫлине ҫирӗплетекеннине панă чухне, чиновнике Иглин районӗн Раҫҫейӗн экономика хӑрушсӑрлӑхӗн тата коррупцие хирӗҫ тӑмалли пайӗн сотрудникӗсем тытса чарнӑ.
Айӑпланакан преступленисен айӑпĕн пĕр пайне йышӑннӑ.
Суд ӑна пӗтӗмӗшле режимлă юсанмалли колонине 4 ҫуллӑха тӗрмене хупма наказани панă, ҫавӑн пекех илнӗ взятка сумминчен пилӗк хут пысăкрах штраф тӳлеме палӑртнӑ. Унсӑр пуҫне унчченхи чиновникăн патшалӑх службинче тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсенче 4 ҫул хушши должноҫсем йышӑнма юрамасть. Ӑна суд залӗнче хурал аллине илнĕ.
"МГ" информацийĕпе.