Çутă çул
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Право тата закон
21 Декабрӗн 2021, 16:40

Пушкӑртстанра кукамай мӑнукне тупнӑ мобильник парнеленӗ те уголовлӑ ӗҫ фигуранчӗ пулса тӑнă

 Стерлитамак хӗрарăмĕ пирки уголовлӑ ӗҫе чарса хунӑ.

Пушкӑртстанра кукамай мӑнукне тупнӑ мобильник парнеленӗ те уголовлӑ ӗҫ фигуранчӗ пулса тӑнă
Пушкӑртстанра кукамай мӑнукне тупнӑ мобильник парнеленӗ те уголовлӑ ӗҫ фигуранчӗ пулса тӑнă

Стерлитамакри хула сучӗ 66 ҫулхи хӗрарӑм тӗлӗшӗпе уголовлӑ ӗҫе пӑхса тухнӑ, ӑна "гражданина чылай сиен кӳни" статьяпа преступлени тунӑ тесе айӑпланӑ. Суд пресс-службин кӑтартӑвӗсем тӑрӑх, пенсионерка, ҫуртран 50 метрта вырнаҫнӑ ҫӳп-ҫап контейнерӗсем валли площадка патӗнче пулнӑ чухне, асфальт ҫинче выртакан Xiaomi Redmi 9 сотовӑй телефон тупнӑ та хăйне илнӗ. Мобильник, 10 пин тенкӗ тӑраканскер, силикон чехолĕпе экран ҫине вырнаҫтарнӑ сыхламалли кĕленчепе тата сим-карттӑллӑ пулнӑ. Арçынăн телефонӗ халӗ кукамайӑн мӑнукӗнче иккене вăл ăçтан пĕлнине пӗлтермеççĕ. Паллӑ ӗнтӗ, пенсионерка судри уголовлӑ ӗҫе пӑхса тухиччен хӑй ирӗкӗпе хуҫин телефонне тавӑрса панӑ, ҫакӑ уголовлӑ ӗҫ материалӗсене тивӗҫтернӗ расписка ҫирӗплетсе парать. Суд ҫак саманта преступлени тунӑшӑн айӑпне чакармалла тесе хакланӑ. Хĕрарăм айӑпне пӗтӗмпех йышӑннă, хӑй мӗн тунишӗн чунтан ӳкӗннӗ.  Стерлитамак хӗрарăмĕ пирки уголовлӑ ӗҫе чарса хунӑ. Суд йышӑнӑвĕпе ӑна уголовлӑ яваплӑхран хӑтарнӑ, икӗ пин тенкӗ виҫепе суд штрафӗ евӗрлӗ уголовлӑ право шайне ҫирӗплетнӗ. Постановлени саккунлӑ вӑя кӗнӗ.

«Башинформ» информацийĕпе.

Сăнÿкерчĕкĕ:Ксения Калинина.

Пушкӑртстанра кукамай мӑнукне тупнӑ мобильник парнеленӗ те уголовлӑ ӗҫ фигуранчӗ пулса тӑнă
Пушкӑртстанра кукамай мӑнукне тупнӑ мобильник парнеленӗ те уголовлӑ ӗҫ фигуранчӗ пулса тӑнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: