Юлашки вӑхӑтра ҫӗршывра вӗренӳ заведенийӗсенче 127 преступлени чарнӑ.
Кун пирки Владимир Путин Президент пӗлтернӗ. "Пирӗн 100 ытла тӗслӗх юлашки вӑхӑтра сирӗлнĕ, вӗренӳ заведенийӗсенче ҫавӑн пек пулма пултаракан пысӑк преступленисем ман шутпа, 127", — терӗ вӑл ҫулленхи пысӑк пресс-конференцинче, ачасене социаллӑ сетьсенче деструктивлӑ информацирен хӳтӗлес ыйту ҫине хуравланӑ май. Патшалӑх пуҫлӑхӗ палӑртнӑ тӑрӑх, "çакӑ пӗтӗм тӗнчешӗн те, Раҫҫейшӗн те пысӑк йывӑрлӑх". Ҫав хушӑрах вӑл интернет ҫынсен пурнӑҫӗн пĕр пайӗ тесе каланӑ тата, вӑл каланӑ тӑрӑх, сеть "этем пурнӑҫӗн пӗтӗмӗшле правилисене, морале тата юридика правилӑсене" пӑхӑнмалла.
Аса илтеретпӗр, ӗнер Уфара студентсене тата шкул ачисене минăсем лартнă тесе массӑллӑ эвакуациленӗ.
«Башинформ» информацийĕпе.