Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Право тата закон
23 Декабрӗн 2021, 15:49

Раҫҫейре вакцинацин суя сертификачĕм тунă фактсем тӑрӑх 200 ытла уголовлӑ ӗҫ хускатнӑ

Саккуна пăхăнакан граждансемпе мар, саккуна пăсаканнисемпе кӗрешмелле.

Раҫҫейре вакцинацин суя сертификачĕм тунă фактсем тӑрӑх 200 ытла уголовлӑ ӗҫ хускатнӑ
Раҫҫейре вакцинацин суя сертификачĕм тунă фактсем тӑрӑх 200 ытла уголовлӑ ӗҫ хускатнӑ

Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин кашни çул иртекен 17-мӗш пысӑк пресс-конференцинче вакцини туман çынсене хирĕç нимӗнле мерӑсем те кӗртмеҫҫӗ тесе палӑртнӑ. Патшалӑх Пуҫлӑхӗ ҫынсене хисеплемелле тесе шутлать.

"Саккуна пăхăнакан граждансемпе мар, саккуна пăсаканнисемпе кӗрешмелле. Вакцинацин суя сертификачĕсем тӑваҫҫӗ, ун пирки икҫӗр ытла уголовнăй ĕç пуҫарнӑ ӗнтӗ. Уголовнӑй ӗҫсене икӗ статьяпа хускатаҫҫӗ: суя документсем тунипе тата должноҫ преступленийĕсем тӑвас енӗпе. Кунта  вĕсемпе кӗрешмелле, ыттисене ӑнлантарса памалла, ӗнентермелле", — тенӗ Владимир Путин.

Унччен "Башинформ" агентство Раҫҫейри халӑхӑн вакцинаци шайӗ 59,4 процента ҫитнине, кирлӗ кӑтартупа 80% пулмаллине пӗлтернӗ.

«Башинформ» информацийĕпе.

Сăнÿкерчĕкĕ: видео стоп-кадрĕ.

Раҫҫейре вакцинацин суя сертификачĕм тунă фактсем тӑрӑх 200 ытла уголовлӑ ӗҫ хускатнӑ
Раҫҫейре вакцинацин суя сертификачĕм тунă фактсем тӑрӑх 200 ытла уголовлӑ ӗҫ хускатнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: