+3 °С
Уҫҫӑнах
Январĕн 10-мӗшӗнчен пуҫласа Раҫҫей территорийӗнче ҫул-йӗр правилисене тӑтӑшах пӑснӑшӑн уголовлӑ яваплӑх тытӑмӗ ҫинчен калакан саккун вӑя кӗнӗ.
Документа право информацийӗн официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Çулăн хирĕç транспорт килекен пайĕ çине темиҫе хут кĕрсе кайнӑшӑн е хӑвӑртлӑха 60 ҫухрӑм ытла ÿстернĕшĕн виҫӗ ҫула тӗрмене хупма пултараççĕ.
Унсӑр пуҫне 300 пинрен пуҫласа 500 пин тенкӗ таран штраф е икӗ ҫултан пуҫласа виҫӗ ҫул таран ӗҫ укҫи виҫи чухлĕ укҫан штраф тÿлеттерессине пӑхса хӑварнӑ.
Правӑсӑр водительсене транспорт хатӗрӗсемпе çÿресен, икӗ ҫулччен тĕрмене лартма пултараççĕ.
"Башинформ" информацийĕпе.