ПР Транспорт министерствин представителӗсем Уфа хулин УГИБДД МВД уйрӑмӗпе ҫӗнӗ ҫул каникулӗсем хыҫҫӑн маска тĕрĕслемелли рейдсене ҫӗнетнӗ.
Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑх министерствин ӗҫченӗсем пурӗ 360 ытла транспорт комплексне тӗрӗсленӗ, ҫав шутра 220 ытла общество транспорчĕн маршрутне.
Тӗрӗслев результачӗсем тӑрӑх 220 административлӑ протокол йӗркеленӗ, вӗсенчен 113-шне суда панӑ ӗнтӗ, Уфан миравай тата район сучӗсем 60 протокол тӑрӑх асӑрхаттарусем йышӑннӑ. Маска режимне пӗрремӗш хут пӑснӑ ҫынсене 1 пин тенкӗрен пуҫласа 3 пин тенкӗ таран тата 15 пинрен пуҫласа 30 пин тенкӗ таран тепре пăснăшăн, штраф параççĕ.
"МГ" информацийĕпе.