Пушкӑртстанри Суд "Селена" вӑрман промышленность компанине йывӑҫсене саккунсӑр каснӑшӑн штрафланӑ.
Республика прокуратурин пресс-служби пĕлтернĕ тӑрӑх, 2018 ҫулта бизнесмен палӑртнӑ участокра вӑрман хатӗрлев ӗҫӗсене пурнӑҫлама организаципе контракт тунӑ.
"Йӑнӑшпа вӑрман ӑстисем урӑх кварталта йывӑҫ каснӑ. Ҫавна пула хыр йӑхӗнчи 50 йывӑҫа 160 кубометр ытла касса янӑ. Саккунсӑр ӗҫсен сиенĕ 1,7 млн ытла тенкӗпе танлашнӑ", — палӑртнӑ ведомство ӗҫченӗсем.
Чи малтан предприятинчи айӑплӑ çынна 10 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Унтан прокурор суда пысӑк йӗркепе «Селена» ЛПК ООО тата вӑрман фондне тунӑ сиене коммерсантран саплаштармалли ҫинчен заявлени ҫырса панă. Требованисене туллин пурнӑҫланӑ.
«Башинформ» информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: Олег Яровиков.