Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Право тата закон
17 Кӑрлач 2022, 16:17

Радий Хабиров Иглин районĕн экс-пуçлăхĕн 3,5 пин га ҫӗр ӑҫтан пулнине тӗрӗслеме хушнă

Чи малтанах комисси тӗп хула ҫумӗнчи районсенчи лару-тӑрӑва тишкерет — вӗсенче чи кирлӗ тата чи хаклӑ ҫӗрсем.  

Радий Хабиров Иглин районĕн экс-пуçлăхĕн 3,5 пин га ҫӗр ӑҫтан пулнине тӗрӗслеме хушнă
Радий Хабиров Иглин районĕн экс-пуçлăхĕн 3,5 пин га ҫӗр ӑҫтан пулнине тӗрӗслеме хушнă

Радий Хабиров Иглин район администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ Ришат Исхакова 3,5 пин гектар ҫӗр уйӑрса памалли условисене тӗрӗслеме хушнă. 

Чиновнике çакăн чухлĕ ҫӗр, ҫав шутра ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ ҫӗрсене те, пама юрамасть, — тенӗ Пушкăртстан Пуҫлӑхӗ. Экс-пуҫлӑхӑн уйрӑм харпӑрлӑхӗнче 1 пин га ытла, 2,5 пин га — арендӑра (унӑн, унӑн ҫемйин тата аффилизациленӗ юрлицӑн членӗсен) пур.

Муниципалитетсенче ҫӗр тӗрӗслевӗн тухӑҫлӑхне ӳстерес енӗпе комисси тӗрӗслет. Ӑна Пушкӑртстан Пуҫлӑхĕ ертсе пынипе туса хума ҫӗрпе пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Наталья Полянская сӗннӗ. Комисси йышне Росреестр, ветеринари, Минсельхоз, Минэкологи, МЗИО, прокуратура представителӗсем кӗрӗҫ. Чи малтанах комисси тӗп хула ҫумӗнчи районсенчи лару-тӑрӑва тишкерет — вӗсенче чи кирлӗ тата чи хаклӑ ҫӗрсем.  

Ришат Исхаков Иглин район администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулса 2000 — 2010 ҫулсенче ӗҫленӗ.

 «Башинформ» информацийĕпе.  

Радий Хабиров Иглин районĕн экс-пуçлăхĕн 3,5 пин га ҫӗр ӑҫтан пулнине тӗрӗслеме хушнă
Радий Хабиров Иглин районĕн экс-пуçлăхĕн 3,5 пин га ҫӗр ӑҫтан пулнине тӗрӗслеме хушнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: