Мелеузри икӗ предпринимателе шыва кӗнӗ чухне ултӑ ҫулхи хӗрача путса вилнĕшӗн айӑпланӑ.
Телейсӗр ӗҫ 2020 ҫулта пулса иртнӗ. Хӗрача пиччӗшӗпе кукамӑшӗпе пӗрле Мелеузри мунча комплексӗсенчен пӗринче каннӑ. Хӗрарӑм, мӑнукĕ ҫуккине асӑрхаса, пӑшӑрханма пуҫланӑ. Темиҫе минутран хӗрачан ӳтне бассейн тӗпӗнче тупнӑ, пӗлтерет Пушкӑртстан Следстви комитечӗн пресс-служби.
Тӗрӗслев ирттернӗ май бассейн тарӑнӑшӗ палӑртнӑ нормӑсенчен пысӑкрах пулнине палӑртнӑ следовательсем. Асӑрхаттаракан стендсем тата хӑйсене мӗнле тытмалли правилӑсем пулман. Ҫавӑн пекех мунча комплексӗнче медицина кабинечӗ, тренер е инструктор та пулман, персонал вара пӗрремӗш пулӑшу памалли ӗҫсен правилисене вӗренмен.
Ҫак кунсенче суд предпринимательсем тĕлĕшпе приговор йышӑннӑ. Потребительсен пурнӑҫ хӑрушсӑрлӑхӗпе сывлӑхӗн требованийӗсене тивӗҫтермен пулӑшу ӗҫӗсемшӗн, асӑрхануллӑ пулманнипе ҫын вилесси патне илсе çитернине пула, иккӗшне те икĕ ҫулталӑк та ултӑ уйӑхлӑха çулталăк та ултă уйăхлăх тӗрӗслев срокӗпе условнă ирӗклӗхсӗр тӑратса хӑварма приговор йышӑннă. Айӑпланакансен тата шыва путнӑ хӗрачан тӑванӗсене 2 миллион тенкӗ компенсаци тӳлемелле.
https://resbash.ru/news информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: уçă çăлкуçсенчен.