Уфара пурӑнакан 36 ҫулхи хӗрарӑм интернетра ют ҫӗршыв ҫыннипе паллашнӑ, вӑл Фрек ятлӑ пулнӑ. Ҫур ҫул хушши хӗрарӑм вӑрттӑн «сетьри тусӗпе» ҫыру ҫӳретнӗ, ӑна вӑхӑтран вӑхӑта хӑйӗн перекетленĕ укҫине парса тӑнӑ.
"Е ют ҫӗршыв ҫынни уфимкӑна посылка ярса парать, ӑна илме валли укҫа тӳлемелле, е унăн укҫи пӗтнӗ те арçын кивҫен ыйтать. Ҫӗнӗ пӗлӗшĕ 36 ҫулхи хӗрарӑмран укçа ыйтсан, лешĕ укҫа-тенкӗ енчен пулӑшас тесе яланах тӑрӑшнӑ. Уфимка хӑйӗн ячĕпе пысӑк сумма кредит та илнӗ тата ют ҫӗршыв ҫыннине те ярса панӑ", — тесе пӗлтерчӗҫ ПР МВД пресс-службинче.
Пӗр самантра "Фрек" ҫыхӑну тытма пӑрахнӑ, вара хӗрарӑм экран леш енче мошенник пулнине ӑнланса илнӗ. 36 ҫулхи майра полицие заявлени çырнă. Йӗрке хуралҫисем ют ҫӗршыв çыннине ярса панă банк реквизичӗсене тӗпченӗ хыҫҫӑн хӗрарӑм вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн ҫӗршыв тулашӗнче регистрациленӗ счетсем çине укçа янине пӗлнӗ. Айван хӗрарӑм мошеннике 2 миллион тенкӗ куҫарнӑ. Уголовнӑй ӗҫ пуҫарнӑ.
"Республикӑра пурӑнакансем, сыхӑ пулӑр. Саккунсӑр операци туни ҫинчен калакан иккӗленӳллӗ шӑнкӑрав килсен калаҫӑва татма сӗнетпĕр. Укҫа-тенкӗне хӑрушсӑрлӑх счет ҫине ан куҫарӑр, ҫавӑн пекех банкри реквизитсене телефон тӑрӑх палламан ҫынсене ан пӗлтерӗр. Укҫа-тенке паллӑ мар реквизитсем тӑрӑх куҫарас ӗҫре сыхӑ тӑрӑр, тӗрӗсленӗ сайтсемпе ҫеҫ усӑ курӑр", — аса илтерчӗҫ регионти МВД хӑрушсӑрлӑх правилисем ҫинчен.
«Башинформ» информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: архивран.