Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Право тата закон
20 Кӑрлач 2022, 12:36

«Макфа» «Вакмӑна» каллех мӗншӗн суда панӑ?

#судсем, #укҫа-тенкӗ, #Шупашкар

«Макфа» «Вакмӑна» каллех мӗншӗн суда панӑ?
«Макфа» «Вакмӑна» каллех мӗншӗн суда панӑ?

Лавккара «VAKMA» маркӑллӑ макарон сутнине курсан ӑна хам та «Макфа» тесе, пӗҫернӗ чухне ирӗлсе каймасть тесе туяннӑччӗ. Анчах киле ҫитсен пӑхрӑм та – ячӗ урӑхларах иккен. Макаронӗ те пиҫсен нимӗрленме тытӑнчӗ.
Икӗ ҫул каялла икӗ фирма тавлашма тытӑннӑ. «Макфа» Шупашкарти «Вакмӑна» суда панӑ, автор правине пӑснӑран /хутаҫӗ те «Макфӑнни» пекех симӗс тата/ пӗтӗм продукцие суту ҫаврӑнӑшӗнчен кӑларса тӗп тутарма ыйтнӑ. Ҫавӑн пекех 10 миллион тенкӗ тӳлеттерме ыйтнӑ. Кайран 10 пине чакарттарнӑ. Суд тавӑҫа тивӗҫтернӗ.
Кӑҫал «Макфа» каллех тавӑҫ тӑратнӑ. Хальхинче вӑл тавар паллин правипе ҫыхӑннӑ. «Вакмӑран» 5 миллион тенкӗ ыйтнӑ. Суд ларӑвне нарӑсӑн 17-мӗшӗнче ирттерме палӑртнӑ.

#судсем, #укҫа-тенкӗ, #Шупашкар

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://cheb.ru/news/?shownews=264442

 

«Макфа» «Вакмӑна» каллех мӗншӗн суда панӑ?
«Макфа» «Вакмӑна» каллех мӗншӗн суда панӑ?
Автор:
Читайте нас: