-6 °С
Уҫҫӑнах
Водитель, КАМАЗ автомобиле тытса пынӑ май, Мечетлĕ районĕнчи Большеустьикинское ялĕн урамĕ тӑрӑх пырса ҫул хĕррине анса кайнă.
Арҫын хӑраса ӳкнӗ те инкек вырӑнӗнчен пӑрахса кайнӑ. Тепӗр талӑкран ӑна тупнă. Медицина тĕрĕслевĕ вӑл алкогольпе "усӑ курнӑ" тесе ҫирӗплетсе панӑ. Водитель каланӑ тӑрӑх, вӑл ДТП хыҫҫӑн ӗҫнӗ. "Мĕншĕн ДТП вырӑнӗнчен тарса пытантӑн?" тесе ыйтсан, хӑрарӑм, тесе ăнлантарнă... ДТП факчĕ тӑрӑх, водительсем КАМАЗа юсанă, юсаса ҫитернӗ-и, тесе тӗрӗслеме шут тытнă, анчах та руле тытса ҫитерейменнине пула çул айккине анса кайнă.
Ҫак факт тӑрӑх тӗрӗслев иртет.
МИХ информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: уçă çăлкуçсенчен.