0 °С
Пӗлӗтлӗ
Кашни уйӑхра темиҫе ҫул хушшинче илсе пыракан укçан калăпăшĕ пилӗкҫӗр тенкӗрен пуҫласа пилӗк пин таран пулнă. Ҫавна пула вӗренӳ учрежденийӗн директорӗ 790 пин тенкӗ ытла вӑрланă.
ПР Прокуратурин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Уфа район сучĕ шкул директорӗ пулнăскер тĕлĕшпе приговорне йышӑннӑ, ӑна ултавшӑн айӑплӑ тесе йышӑннӑ.
Айӑпланаканӗ хӑйӗн айӑпне йышӑнман. Суд ӑна условнă 4 ҫулта 10 уйӑхлӑха ирӗклӗхсӗр тӑратса хӑварнă, 4 ҫулта 6 уйӑхлӑха сăнав вăхăчĕ панă. Приговор саккунлӑ вӑя кӗмен.
"МГ" информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: уçă çалкуçсенчен.