Мошенниксене хирӗҫ тӑрассине йӗркелес ыйту Пишпӳлек районӗнчи МВД уйрăмĕн тата право сыхлавӗн пӗтӗм тытӑмӗн ӗҫ-хӗлӗнче чи ҫивӗч ыйту шутланать.
Иртнӗ ҫулхине Пишпӳлек районӗнче пурӑнакан 13 çын мошенниксен серепине лекнĕ, вĕсене пилӗк миллион ытла тенкӗ куçарса панă. Мошенниксене пула шар куракансем халӑхӑн мӗнпур сийӗсем, ҫулӗсене, пурӑнмалли вырӑнне тата социаллӑ лару-тӑрăвне пăхмасăр, пулса тăма пултараççĕ.
Аса илтерес килет: мошенниксем, тимсӗрлӗхпе, пĕлменлӗхӗпе, ҫитменлӗхсемпе тата ытти енсемпе усӑ курса, чи çирĕп скептикӑлла шухӑш-кӑмӑллӑ ҫынсене те аташтарса яраҫҫӗ тата сирӗн укҫа-тенкӗне вӗсем патне куҫарччӑр тесе пӗтӗм вӑя хураҫҫӗ. Карас ҫыхӑнӑвӗпе усӑ курса ҫынсен пурнӑҫӗн тӗрлӗ сферине пырса тивеҫҫӗ, ахаль интернет урлă тавар туяннинчен пуҫласа тата пысӑк укҫа-тенкӗ калӑпӑшӗллĕ сделакăсем таранччен хутшӑнма пултараҫҫӗ.
Тимлӗ пулӑр, мошенниксем (хурӑнташсем, банк представителӗсем, организацисем) панӑ информацие май килнӗ таран тӗрӗслӗр, кирек мӗнле пулсан та интернет ресурсӗсем яракан палламан ҫынсенчен илнӗ интернет ресурсӗсем тӑрӑх нихӑҫан та ан куҫӑр, мӗншӗн тесен «Яндекс доставка» ятлӑ паллӑ сервис чӑнах та фишинг сайчӗ пулса тӑма пултарать (усӑ куракансем валли ятарласа хатӗрленӗ даннӑйсене пухма) тата укҫа-тенкӗ куçарассипе ҫыхӑннӑ мӗнле те пулин ӗҫсем тума ыйтсан. Кирек мӗнле лару-тӑрура та хӑвӑр ҫинчен тата банк карттисем пурри ҫинчен никама та каласа ан парӑр. Хăвăрăн укҫа-тенкӗрпе уйрӑлма ан васкӑр.
Дамир НАУМОВ,
Раҫҫей ОМВД Пишпӳлек районӗнчи уголовлӑ шыравӑн оперуполномоченнӑйӗ.